The tradition & historical record
2 min read · 2 sourcesЧăваш кĕрешĕвĕ е Чăваш наци кĕрешĕвĕ — спортăн ятарласа йĕркеленĕ тĕсĕ, евĕрлĕхĕ. Халлĕхе чăваш Википедийĕн ку тĕлĕшпе информаци сахал-ха. Паллă хыпарсен шутне çаксене кĕртме пулать. Асăннă спорт тĕсне Николай Игнатьевич Петров йĕркелесе янă. Пĕтĕм Раçсейри реестрти номер-код 0570001212А. Реестра кĕртме Чăваш республикин пĕрремĕш президенчĕ Н. В. Фёдоров пулăшнă. 1
0570001212А Тĕрлĕ тĕлте ăмăртусем ирттернĕ. Чăваш кĕрешĕвне йĕркелесе яма, этнографи енĕпе консультант пулса, истори ăславĕсен кандидачĕ А. Изоркин хутшăнни паллă. 1
Ыйтусем
Ытти чĕлхесенче Чăваш кĕрешĕвне мĕнле хăйьевĕрлĕ сăмахпа асăнмалла? (Сăмахран, тутар-пушкăрт кĕрешĕвне вырăсла текстсенче «куреш» тесе çыраççĕ, анчах та чăваш кĕрешĕвне те çавăн пекех çырма çук). Кĕрĕшупе кăсăкланса унпа аппаланакансене тата ăмăртусене те хутшăнакансене ытти чĕлхесенче епле асăнмалла? 1
Н. И. Петров пирки Чăваш халăх канашлăвĕнче
Чӑваш кӗрешӗвне йӗркелесе янӑ Николай Петров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 67 ҫулта пулнӑ. Николай Петров - спортсмен, каратэ енӗпе СССР спорт мастерӗ. Вӑл 1955 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралнӑ. Кривой Рогри авиаци училищине, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори тата юридици факультечӗсене пӗтернӗ. Вӑл шотокан-каратэ, самбо, кунг-фу вӗреннӗ. Николай Петровпа паян 12 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир соборӗнче сывпаллашӗҫ. 1
Çăлкуç
Софья Савнеш. Персона: Чӑваш кӗрешӗвне йӗркеленӗ Николай Петров пурнӑҫран уйрӑлнӑ — Чувашорг. 1
The text above is adapted from the Wikipedia article “Чăваш кĕрешĕвĕ”, available under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 4.0 licence. 1
Чăваш кĕрешĕвĕ is recorded in open cultural data. The structured record cited below does not describe the practice, and this entry has not yet been reviewed by a person familiar with the tradition. 2





