The tradition & historical record
4 min read · 2 sourcesЧăваш тĕрри (чӑваш. чăваш тĕрри) — пир е урăх тĕрлĕ пир-авăр çинче йĕппе тата тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе эрешсем туни — чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ декоративлă-килтерĕшле ÿнерĕн пĕр тĕсĕ. 1
ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера АРХИПОВА калани
Кирек епле халăхăн та хăйне этнос пек сыхласа хăварасси чăн малтан унăн истори астăвăмĕнчен килет. Чăваш халăхĕн ламран-лама пыракан чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Мĕнрен килнĕ-ха сĕм аваллăхран пыракан пархатарĕ? Паллах, ăруран ăрăва куçса пыракан йăла-йĕркесенчен. Кунта халăх сăмахлăхĕ те, ал ĕç пултарулăхĕ те, халăх юрри-ташши те. Чăваш тĕрри - авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, нацин иксĕлми пуянлăхĕ, унăн ĕмĕрлехсене çыхăнтаракан еткĕрĕ. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑн асаттесемпе асаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Унра халăхăмăрăн кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туйма пĕлни упранать. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑн асаттесемпе асаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Авалхи несӗлсем хӑйсен шухӑшлавне мӗнле майпа палӑртнине тата вӗсен мӗнле ҫыру пулнине тӗрӗ-эреш искусстчвинче сӑнама пулать. Анчах пирĕн авалхи кĕнекене «хĕрлĕ ĕне» (вăрçă-харçă пушарĕ) çисе янă. Халăхăмăрăн пурнăçпа вилĕм хушшинчи вутлă-тăвăллă çулсем çинче авалхи чылай ӑс-хакӑл, ал-ӗҫ пуянлăхне çухатса хăварма тивнĕ. Çавăнпа аваллăхăн упранса юлнă кашни тĕпренчĕкĕ пирĕншĕн ылтăнран та хаклăрах. 1
«Аваллăхсăр малашлăх çук», - теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тесе Чăваш енре тĕрлĕ ĕç-пуç туса иртереççĕ. Аса илер-ха, Шупашкарта 2015 çулта Чăваш тĕррин музейĕ уçăлчĕ. Музейра XIX ĕмĕрчченхи авалхи чăваш шупăрне те, хĕр пĕркенчĕкĕсемпе тĕрĕллĕ шурă кĕпесене те, яркăчне те, сурпанне те, масмакне те, Алькешри «Паха тĕрĕ» тĕрлĕ çулсенче кăларнă тум-юма курма пулать. Ку çеç те мар - пăлхар тата савир йăхĕсем VI-VIII ĕмĕрсенче пурăннă вырăнсен карттине йĕрлеме те, пăлхар-чăваш çыхăнăвĕсене тĕпченĕ Петр Денисов профессор ĕçĕсемпе паллашма та, тата ыттипе те... 1
Сăвă
ПЕТĔР ХУСАНКАЙ Чăваш тĕрри Н. Шупуççыннине халаллатăп Пĕр саншăн çеç тăван ăсталăх, Пĕр саншăн, шурă катанпир, Çак сăввăма çырса хывмалăх Вăя пиллетĕп паян ир. Епле тÿсес-ха ман чĕнмесĕр, Епле тÿсес поэт чĕри? Пĕлетĕр-и пăртакçă эсĕр: Мĕскер вăл тĕп чăваш тĕрри? Кĕпе эп куртăм, ах, тăванăм, Шупашкарти мăн лавккарах, Мĕнле пике тĕрлесе панă? — Пăхсассăн куç каять шарах. Йăрăм-йăрăм укаллă пурçăн, Пĕрчĕн-пĕрчĕн суйланă вĕт. Куран та, шухăшлатăн: пур çав. Чăвашăн та илем — ĕмĕт. Пĕр курăс хупĕ çеç-им эпĕр Паллатпăр çакă тĕнчере? Пурне те астивме пĕлетпĕр, Илемшĕн те çунать чĕре... Пĕр саншăн çеç тăван ăсталăх, Пĕр саншăн, шурă катанпир, Çакна эп çыртăм асăнмалăх Чĕрем çĕкленнĕ янкăс ир. 03.06.1926, ирхине 1
Çавăн пекех
Чăваш тумĕ 1
Литература
Николаев, В. В., Иванов-Орков Г. Н., Иванов В. П. Чăваш тумĕ аваллăхран паянлăха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов-Орков, В. П. Иванов; Историпе культурологи тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ фончĕ. — Мускав; Шупашкар; Аремпур, 2002. — 400 с.: цв. ил. — Библиография: с. 395. Парал. текст рус., чув., англ. Соколова, С. Г. Технология чувашской вышивки: учеб.-метод. пособие / С. Г. Соколова; Чуваш. гос. пед. ун-т им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары: ЧГПУ, 2004. — 49 с.: ил., схем. — Библиогр.: с. 49 (13 назв.). 1
Трофимов, А. А. Орнамент чувашской народной вышивки: вопросы теории и истории / А. А. Трофимов; НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1977. — 108, [3] с.: цв. ил. — Библиогр. в подстроч. примеч. Хусанкай, П. Чувашская вышивка. // Хусанкай П. Здравствуй, солнце. — М., 1976. — 27-28 с. 1
Каçăсем
Чувашская национальная вышивка 2023 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. Традиционный быт чувашей -> Вышивка 2013 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. Национальная библиотека Чувашской Республики. Швы чувашской вышивки(ĕçлемен каçă). Национальная библиотека Чувашской Республики. 1
The text above is adapted from the Wikipedia article “Чăваш тĕрри”, available under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 4.0 licence. 1
Chuvash embroidery is recorded in open cultural data. The structured record cited below does not describe the practice, and this entry has not yet been reviewed by a person familiar with the tradition. 2
The source record links this tradition to 1 external register, which can be verified through the citation. 2









